Ҫул-йӗрпе патруль инспекторӗсем хӑйсем мӗнле ӗҫленине халӑх тетелӗсенчи страницисенче те ҫутатса тӑраҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ Инстаграмри страницинче инспекторсем ырӑ ӗҫ туни пирки ҫырнӑ. Вӗсем ҫухалнӑ кинемее киле ҫитме пулӑшнӑ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем Куславкка районӗнче машинӑпа пынӑ. Хайхискерсем ҫул хӗрринче кинемей алӑпа сулкалашнине курнӑ та чарӑннӑ. Ватӑскер ҫухалса кайнӑ-мӗн. Вӑл пакунлисене ывӑлӗ патне леҫсе яма ыйтнӑ.
«Кинемей ӑҫта пурӑннине палӑртрӑмӑр, ӑна киле ҫитертӗмӗр. Вӑл пире тав турӗ. Хамӑрӑн та чунра ӑшӑ туйӑм хуҫаланчӗ», - ҫырнӑ ҪҪХПИн халӑх тетелӗнчи страницинче.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта ҫывӑх вӑхӑтра юсав кӗтсе илеймӗҫ. Кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки пырать. «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлемен муниципалитетсем тӗплӗ юсава ҫывӑх 5 ҫулта кӗтсе илесси иккӗленӳллӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан Чӑваш Енри ҫынсенчен 99,83 проценчӗ кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пынӑ. Ҫак енӗпе Улатӑр (106%), Ҫӗнӗ Шупашкар (104%), Куславкка районӗ (103%), Шупашкар хули (102 %), Канаш хули (100%) лайӑххисен ретӗнче. Комсомольски (61 %), Улатӑр (74 %), Ҫӗмӗрле (74 %) районӗсем кайра пыраҫӗ. Вӗсенче ҫитес 5 ҫулта тӗплӗ юсав ирттересси иккӗленӳллӗ. Ҫапла хӑратать «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организаци.
Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ (вӑл коммерци организацийӗн ертӳҫи) 11 миллион ытла тенкӗ налук тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна куншӑн айӑпласшӑн.
Арҫын право статусӗн сӑпачӗ пулнӑ май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва управлени ертӳҫи тунӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, депутат 2015 ҫулӑн 1-4-мӗш кварталӗсенче, 2016 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче налук декларацийӗнче суя кӑтарту ҫырнӑ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе налук экспертизи ирттерӗҫ. Депутатӑн пурлӑхне – машинине, пурӑнмалли мар тӑватӑ ҫурта, икӗ ҫӗр лаптӑкне, пурӑнмалли пӳрте – арестленӗ. Пурлӑх хакӗ пӗтӗмпе 7 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Палӑртмалла: айӑпланакан арҫын налукӑн пӗр пайне, пенисене, штрафсене тӳлесе татнӑ.
«Чӑвашфильм» ҫитес ҫул ҫӗнӗ фильм кӑтартасшӑн. Ун валли ят та тупнӑ ӗнтӗ – «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. «Варламов подполковник итлет»). Ку проект авторӗ - Юрий Спиридонов.
Тӗп сӑнар - Чӑваш ААСРӗн Вӑрнарти НКВД пуҫлӑхӗ Варсанофий Варламович Варламов, ӑна Юрий Спиридонов калӑплать. Вӑрҫӑ пирки ӳкерекен проекта Вера Кузьмина артистка та хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Фильма Куславкка, Шупашкар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта ӳкернӗ. Халӗ фильма монтаж тӑваҫҫӗ. Кинона Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 74 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Куславккара пурӑнакан икӗ арҫынна пулӑ тытнӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Вӗсем ӑна пулӑ вӑлча сапнӑ вӑхӑтра тытнӑ.
51 ҫулти икӗ тус пулӑ татма юраман вӑхӑтрах Атӑл хӗррине кайса ларнӑ. Вӑлтапа та мар. Тетӗлпе. Вӗсем 30 метр тӑршшӗ ҫав хатӗре карса хунӑ.
Куславкка ҫыннисем йӗркене пӑснине пакунлисем кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тупса палӑртнӑ.
Арҫынсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑй питтисене малтан калаҫса татӑлса ушкӑнпа пулӑ тытнӑшӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Пӗрремӗш инстанцири суд вӗсене икӗ ҫуллӑха условлӑ майпа айӑпласа 2 ҫуллӑха сӑнав вӑхӑчӗ панӑ. Чӑваш Енӗн прркуратурин пресс-служби паян пӗлтернӗ тӑрӑх, пирвайхи инстанцири суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.
Куславкка районӗнчи Куснарта Марфа Трубина ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявланӑ. Унти шкулта ҫыравҫӑсен пӗр ушкӑнӗ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ. Тата вӑл шкула пырса кӗрсенех куҫ тӗлне лекнӗ портретсене ӳкерсе илнӗ.
Ҫыравҫӑ 1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче /кивӗ стильпе ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче/ Куславкка районне кӗрекен Аслӑ Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. «Пирӗнтен, хӗрӗхелле ҫитнӗ е унтан та иртнӗ ҫынсенчен, кам ас тумасть пулӗ Трубина Мархвине, хамӑр хушӑри пек каласан — «Мархва аппана», хамӑра валли те, пирӗн ачамӑрсем валли те нумай-нумай паха кӗнеке ҫырса хӑварнӑ ҫынна? Пурте питӗ лайӑх ас тӑватпӑр ӑна, пурте ырӑпа асӑнатпӑр, унӑн ҫав тери кӑмӑллӑ, чӑннипех те «чӗре патне пыракан» произведенийӗсене паян кун та хаваслансах вулатпӑр», — тесе ҫырнӑ Леонид Агаков хӑй вӑхӑтӗнче.
Ача-пӑча ҫыравҫине паян та астӑваҫҫӗ — Куславкка районӗнчи мероприятие шкул ачисем те, вӗренекесем те хутшӑннӑ.
Ҫак кунсенче Кӑнтӑр Африка Республикинче пауэрлифтинг енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Унта Куславккари «Атӑл» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ, халӗ Спортӑн Атӑлҫи академийӗнче вӗренекен Полина Кириллова хутшӑнать.
Чӑваш ҫӗрӗн хӗрӗ 14-23 ҫулсенчи чи вӑйлӑ атлетсен хушшинче тӗнчери ӑмӑртура палӑрнӑ. 43 килограмчченхи виҫере ентешӗмӗр 19-23 ҫулсенчи спортсменкӑсене ним мар хыҫа хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Полина ҫулталӑк каялла тӗнче шайӗнчи юниорсен ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. 2016 ҫулта вӑл Европа чемпионатӗнче мала тухнӑ, тӗнче ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Куславкка ҫӗрӗн маттур хӗрӗн спортри пултарулӑхне туптама пулӑшаканни — Дмитрий Соловьёв тренер.
Тутарстанри Зеленодольск районӗнче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире Чӑваш Енри пачӑшкӑ, унӑн мӑшӑрӗ тата тепӗр икӗ тӑванӗ — арӑмӗпе упӑшки — вилнӗ. Пачӑшкӑн 22 ҫулти хӗрӗ, аварире йывӑр аманнӑскер, халӗ реанимацире выртать. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
М7 автоҫул ҫинче пулнӑ тискер аварире чӑваш номерӗллӗ «Лада Ларгус» ҫӑмӑл машина йывӑр тиевлӗ икӗ транспорт хушшине хӗсӗннӗ. Тӑватӑ ҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Вӗсенчен пӗри — Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнчи чиркӳ пачӑшки Сергий Колпаков. Вӑл 55 ҫулта пулнӑ. Вилӗм кӳнӗ авариччен темиҫе сехет маларах кӑна чиркӳре служба ирттернӗ. Авари Scania автовозӑн тормозӗ ӗслеме пӑрахнипе пулнӑ: йывӑр тиевлӗ машина светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнса чарӑннӑ «Лада Ларгуса» лапчӑтнӑ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, икӗ арҫын виллине тупнӑ. 54 ҫулти кил хуҫипе ун патӗнче пулнӑ 53-ти пӗлӗшне ҫав ялтах пурӑннӑ тепӗр ҫын асӑрханӑ. Вӗсем мунчара пулнӑ.
Пӗр вӑхӑталли икӗ арҫын, Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер хура мунча (хура тесе тӗтӗм тухса кайма мӑрье кӑларман мунчана калаҫҫӗ) кӗнӗ. Пӗр ял ҫынни пырса кӗрет те мунча алӑкне шалтан питӗрнине асӑрханӑ. Ырра мар сиссе вӑл алӑка пуртӑпа хирсе уҫнӑ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 54-ри кил хуҫипе унӑн 53-ри тусне сӗрӗм тивнӗ. Мунчара леш тӗнчене вӑхӑтсӑр ӑсаннӑ вӑй питтисен вилӗм сӑлтавне палӑртмашкӑн халӗ тӗрлӗ экспертиза тусах тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Хӗтеркасси ялӗнче те трасса ҫинче васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пункт уҫӑлнӑ. Вӑл Нискассинчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вырнаҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кун пек пунктсем питех те пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
Инкексем ҫул-йӗр ҫинче, шел те, час-часах пулаҫҫӗ. Пӑтӑрмахӗ ачи-пӑчине те, вай питтипе ваттине те тиркемест. Ҫуран утакан ҫын-и вӑл е салонта ларса пыракан-и — пурне те амантать. Трасса ҫинчи инкек вырӑнне тухтӑрсем васкавлӑн ҫитсе вӑхӑтра пулӑшни питех те паха. Ҫавӑнпа та маларах, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ун пеккине Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнче уҫнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |